Анатолий Емельянов
Ҫавал сарӑлсан

…Вижу я, что небо не богато,
А про землю стоит говорить
Н. Тихонов.

1. Хур кайӑксем инҫе вӗҫсен те…

1

Пуйӑсран халь ҫеҫ аннӑ Павел самантлӑха вырӑнтах хытса тӑчӗ. Унӑн куҫӗ умне мӗн ачаран палланӑ сӑнсем тухрӗҫ. Илемлӗ те тӑпӑл-тӑпӑл вокзал ҫуртне ӗлӗкхиллех сарӑ сӑрпа сӑрланӑ, алӑкӗсем хӑмӑр. Ҫӳле, балкон чӳречи айне, станцӑ ятне вырӑсла тата чӑвашла ҫырса ҫапнӑ. Мускава ҫитесси миҫе ҫухрӑм юлнине кӑтартнӑ. Балкон чӳречин пӗр куҫӗ ҫӗмрӗк, унтан акӑ икӗ кӑвакарчӑн вӗҫсе тухса кайрӗ. Вокзала кӗрес тесен вӗтӗрех те илемлӗ картлашкапа хӑпармалла. Картлашка ик енӗпе — шӗтӗрнек карта. Карта урлӑ вӗрене турачӗсем усӑнса аннӑ.

Ас тӑвать Павел, паянхи пекех ас тӑвать: Гальӑна института вӗренме ӑсатнӑ чухне вӗсем вӗрене айӗнче тӑчӗҫ. Вӗрени вара сарӑлса кайнӑ, ҫӑка пуснипе йӑлтах перрон еннелле тайӑлнӑ.

Ҫапла, малтанхи хут ӑсатнӑ чухне ҫумӑр ҫӑватчӗ, унран пытанса, Павелпа Галя ҫак турат айне кӗрсе тӑчӗҫ. Самаях вӑрӑм та ҫӑра ҫулҫӑсем тумламсене тытса чараймастчӗҫ пулин те, кунта ҫумӑр ҫуни питех сисӗнместчӗ, сайра тумламсем ҫеҫ патлататчӗҫ.

Ара, ҫамрӑк пулнӑ, ҫынсем курасран та вӑтаннӑ, кунта вара хӗре ыталаса чуп тума та пулать. Гальӑна ӑсатнӑ чух темшӗн-ҫке яланах ҫумӑр ҫӑватчӗ, киле таврӑннӑ чух яланах пылчӑка ҫӑрса утма тиветчӗ. Пулман телее тиек параймӗ тенешкел, пӳрмен шӑпан ҫулӗ те юплӗ пулчӗ пуль. Ӑсататчӗ-ха Павел, пур-ҫук вӑхӑта тивӗҫтеркелесе кашнинчех станцӑна килетчӗ… Юлашкинчен хӑйне ӑсатрӗҫ.

Кӗркуннеччӗ ун чухне, анчах ҫанталӑк ҫуллахи евӗрлех ӑшӑ тӑратчӗ. Пуйӑса кӗтсе каҫ та пулнӑччӗ ӗнтӗ, унта-кунта салтак ачисем юрӑ юрлакалатчӗҫ.

Павелпа Галя каллех вӗрене айне кӗрсе тӑма хӑтланнӑччӗ. Анчах йывӑҫ пӗр ҫултах тата ӳссе кайнӑ, тураттисем тата аяларах усӑннӑччӗ. Кам пӗлет, ҫав хушӑра каччӑ хӑй те ӳснӗ пуль? Вун тӑххӑрта-ҫке. Пӗр вӑхӑт ӗнсине пӗксе тӑнӑ Павел хӗре ҫапла каланӑччӗ:

— Куратӑн-и, пире туратсем те вӑтанма хушмаҫҫӗ. Пире вӗсем пытарасшӑн мар, ҫынсем умне кӑларасшӑн.

— Уссе кайрӑн та шалча пек… — тенӗччӗ хӗр ҫурма шӳтлерех, ҫурма ӳкӗнерех. Хӑй ҫапах та чи малтан тухнӑччӗ, унтан никамран вӑтанмасӑрах, ӑсатма пынӑ ял-йышсем умӗнчех, хулран хул тытӑнса перрон тӑрӑх утса кайнӑччӗ. Пуйӑс ҫитнине те сисменччӗ вӗсем, кӗҫ-вӗҫ тапранса каясси ҫинчен пӗлтерсе пӑравус кӑшкӑртни хыпалантарса ӳкерчӗ. Тӑварлӑччӗ Гальӑн тутисем. Кайран, вакуна кӗрсен ҫеҫ, ҫав тутасен тӑварӗ хӗр куҫҫулӗ пулнине ӑнланчӗ.

— Кӗтетӗп сана, Павел, — тенӗччӗ хӗр.

— Хӑҫанччен?

— Хӑв мана маниччен…

…Тепловоз кӑшкӑртни Павела шартах сиктерчӗ, анчах вӑл вырӑнтан тапранмарӗ-ха. Иртнӗ ултӑ ҫул хушшинче вӗрене турачӗсем сарӑлса кайнӑ, татах та усӑнса аннӑ, халь вӗсен айне вун виҫӗ-вун тӑватӑ ҫулхи ача ҫеҫ кӗрсе тӑмалла… Мӗн тӑвӑн: вӑхӑт та, пурнӑҫ та пӗр вырӑнта тӑмасть. Унтанпа ултӑ хутчен Ҫавал пӑрпа витӗнсе пӑртан тасалнӑ; ултӑ хут ҫӗмӗртлӗх ҫеҫкене ларнӑ.

Павела илсе ҫитӗрнӗ пуйӑс вырӑнтан хускалчӗ. Сасартӑк хӑлхара ултӑ ҫул каялла каланӑ сӑмахсем янраса кайрӗҫ:

— Кӗтетӗп сана, Павел…

— Хӑҫанччен?

— Хӑв мана маниччен, — илтӗнчӗ пек катари хӗр сасси.

— Кӗтрӗн… Урӑх каччӑ тупиччен, — терӗ Павел, чӑматанӗсене ҫӗклесе. Ӑна кӗтсе илнӗн, ӑна ал панӑн вӗренен пӗчӗк турачӗсем хускалчӗҫ. Утма пуҫланӑскер, чаранса тӑрсах тепӗр хут пӑхрӗ: самаях пӗр пысӑк туратне такамӑн чунсӑр алли хуҫнӑ. Хуҫӑк вырӑн пӗвер чирӗпе пурӑнакан ҫын сӑн-пичӗ пек сарӑхнӑ, ун вӑрринчен турат хӑвӑлӗ темӗнле тӑлӑх та мӗскӗн куҫпа пӑхнӑн туйӑнӑть.

— Хуҫӑк турата сыпаймӑн, арканнӑ юратӑва чӑмӑртаймӑн, — аса килчӗҫ халӑх сӑмахӗсем. Ытла та ир-ха. Хӗвел халь ҫеҫ тухма хатӗрленет. Тен, тухнӑ таши, унӑн шевлисем тӳпене йӑлтах ҫутатса янӑ, хӑй ҫеҫ ҫуртсем хыҫӗпе курӑнмасть.

Хурала пуҫланӑ ҫулпа вокзалран иртсе пӗр ик ҫӗр утӑм кайсанах Павел алли ывӑннине туйрӗ. Мӗн калӑн: чӑматанӗсем пысӑк. Ахаль мар ӗнтӗ юлташӗсем: кунта икӗ хӗр ачана хупса илсе кайма пулать, тесе кулатчӗҫ. Питех те аван ӑсатрӗҫ ӑна: чӑматанӗсене юлташӗсемех вакуна йӑтса кӗчӗҫ, багажне те юлташӗҫемех станцӑна леҫрӗҫ…

Район центрӗнче ҫӗнӗ ҫуртсем нумай ӳссе ларнӑ. Вокзал урамӗ ултӑ ҫул каялла ял урамӗнчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмастчӗ. Йывӑҫ ҫуртсем, хӗлле — юр, ҫулла — тусан, ҫуркуннепе кӗркунне иртсе каяйми пылчӑкчӗ. Халь ав, икӗ енӗпех тротуар, ҫулне асфальтланӑ. Йывӑҫ ҫуртсен вырӑнне акшарпа шуратса лартнӑ икӗ-виҫӗ хутлӑ чӳл ҫуртсем ҫӗкленнӗ.

Казахстанра, пӗр уйӑх каялла ҫеҫен хир пулнӑ вырӑнта, поселок ӳссе ларнине Павел хӑй те сахал мар курнӑ. Сарлака та куҫпа виҫейми ҫӗршывшӑн пӗр Казахстан нимӗн те мар, кашни кӗтесех пӗр евӗрлӗ ӳстерсе чечеклентерме те унӑн вӑй ҫителӗклӗ.

Симӗс сӑрпа сӑрланӑ тимӗр карта ӑшӗнче ларакан ҫурт умӗнче Павел канма тесе тӑчӗ. Ҫурчӗ икӗ хутлӑ. Алӑкӗ ҫӳлте. Сухан хуппи тӗслӗ алӑк патне бетон картлашка хӑпарать. Иккӗмӗш хут чӳречисем айӗнче виҫӗ хӗрлӗ ялав. Вӗсене уяв ячӗпе ҫакнӑ пулмалла. Ҫил ҫук. Ялавсем вӗлкӗшмеҫҫӗ. Вӗсене илме маннӑ-ши? Тен, яланах ҫапла ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Ку райком ҫурчӗ мӗн. Ӑна Павел ҫырса ҫапнине вуланӑ хыҫҫӑн пӗлчӗ.

Картан шал енне йӗркен-йӗркен ҫӑка лартнӑ. Ҫӑкисем сакӑр-тӑхӑр ҫултан ытлах мар пулӗ-ха, Павел пӗвӗнчен кӑшт кӑна ҫӳллӗрех. Сӗткенӗ хӑпарма тытанннпе хуппине тӗс кӗре пуҫланӑ.

Уснӗ поселок, ӳснӗ. Халь хула евӗрлех вӑл. Ултӑ ҫул хушшинче вӗҫӗмсӗр улшӑну! Елӗк парти райкомӗ темиҫе чӳречеллӗ, ҫиелтен тӑмпа шӑлса лартнӑ пӗчӗк пӳрте вырнаҫнӑччӗ. Халь ав, райком ҫурчӗ кермен пек.

Машинӑсем курӑнмарӗҫ.

— Ӑҫта васкас? Халь килте пекех ӗнтӗ. Чӑматанӗсене кӗртсе лартсан, тӳрех учета тӑма та юрать. Машинӑсем пулмасан, ялтан кам та пулин лашапа килӗ-ха, — шухӑшларӗ Павел.

Хытса лӑрнӑ алӑк шатлатса уҫӑлчӗ. Пусма картлашки ҫине хурӑн шӑпӑрӗ йӑтнӑ хӗрарӑм тухрӗ. Райком умне ирех ҫитсе тӑнӑ ҫын кӑсӑклантарчӗ пулас ӑна, шӑлма пуҫличчен каччӑ ҫине чылайччен пӑхса тӑчӗ вӑл.

«Инке тес — ҫилленӗ, кинеми тес — ватӑ мар», — шухӑшларӗ Павел, ӑна сӑнанӑ май. Хӗрарӑм, вӑтаннӑн, ӗҫе май хӑпарнӑ кӑвак кофтине туртса юсарӗ, пушаннӑ тутӑрне туртса ҫыхрӗ.

— Сирӗн пата чӑматансем лартма юрамӗ-ши?

— Юрамасӑр тата, — сасартӑках хуравларӗ вӑл. Унтан шелленӗн ҫапла хушса хучӗ: — Машинӑ кӗтетӗр пулӗ те.

— Ара. Ҫуккӑ-ха вӑн.

— Иртерех мар-и… Пулаҫҫӗ ак. Эсир Элӗкелле пуль?

— Ҫук, Ҫавалкаса кӑна.

— Э-э-э. Апла хамӑр районсемех. Кӗртсе ларт, ларт. Ял ячӗ хӗрарӑм кӑмӑлне йӑлтах ҫемҫетрӗ. Вӑл Павела хӑех икӗ хутлӑ алӑка уҫса пачӗ.

— Раздевалкӑна лартӑр ак. Паян эп дежурствӑра пулатӑп. Ҫухалас ҫук, ан хӑрӑр, — тесе, пӗчӗк алӑк сӑлӑпне ҫӗклерӗ.

— Ку чӑматансене пули-пулми ҫын йӑтас ҫук, — кулса ячӗ Павел. — Тавтапуҫ сире.

— Тавӗ-мӗнӗ… Чӑрмавах мар. Кунта яланах ҫын. Каччӑ самантлӑха ҫурт ӑшчиккине пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Стенисене ҫурри таран кӑвак, ҫуррине шурӑпа сӑрланӑ. Пысӑках мар фойе. Стенасем ҫумӗпе колхозсен ӑмӑртӑвне кӑтартакан стендсем. Хисеп хӑми. Кунтанах икӗ еннелле коридор каять. Чӳрече патӗнчи кӗтесре урайӗнченех хӑпаракан пысӑк тӗкӗр, чӳрече умӗнче телефон. Урайне улаллӑ-чӑлаллӑ селикат плиткисемпе сарнӑ… Павел урама тухас тесе алӑк хӑлӑпне тытрӗ.

— Тӑхтӑр-ха, — чарчӗ ӑна хӗрарӑм. — Паян парти активӗн пухӑвӗ пулать. Ҫавалкасран та килеҫҫӗ ӗнтӗ. Сире ларса кайма чухах.

— Ну? — тӗлӗнчӗ Павел.

— Чӑнах, ара.

— Вӑт тавтапуҫ… Телейлӗ ҫуралнӑ иккен эпӗ.

2

Ҫӗнерен уҫнӑ столовӑйне кайса ирхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн, Павел военкомата кӗрсе учета тӑчӗ. Каярахпа вӑл Ҫавалкас енне иртекен шоссе хӗррине тухрӗ. Пушӑ машинӑсем район центрнелле килеҫҫӗ, каялла каяканнисем вара е вут, е тырӑ, е удобрени тиенӗ. Вӗсемпе каясси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук. Палланӑ ҫынсем те курӑнмарӗҫ.

Вӑхӑта кӗскетес тесе, Павел тухӑҫалла каякан тӗп урампа утрӗ. Халь кунта ҫӗнӗ универмаг та пур иккен. Икӗ хутлӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, Шупашкартинчен пӗртте пӗчӗк те, япӑх та мар. Кӗнекесем сутакан лавкка та пуян. Нумай-мӗн кунта кирлисем. Йӑтса кайма йывӑррине пӗлсех пӗр ҫыхӑ кӗнеке туянчӗ. Кирлӗ чух кирли тупӑнмасть, пурри пӑсмасть.

Райкома каялла ҫитсе кӗнӗ ҫӗре пуху пуҫланнӑччӗ ӗнтӗ. Алӑк патӗнчи сӗтел ҫумӗнче тӑракан арҫын (вӑл райком инструкторӗ пулчӗ пулас) хӑтӑрса илчӗ:

— Комсомол организаци секретарӗсен яланах кая юлса килес йӑла. Хӑҫан йӗркене кӗрсе ҫитетӗр? Пӑсса ячӗ сире Завьялов. Зала ан кӗрӗр, ав, балкон ҫине хӑпарӑр. Ӑҫта? Ӑҫта? Хывӑнӑр малтан. Ну, халь айтӑр.

Васканипе Павел арҫыннӑн сӑн-питне те пӑхса илеймерӗ. Хирӗҫмерӗ те. Мӗнех вара, вӑл коммунист вӗт. Мӗншӗн кӗрсе итлес мар, мӗншӗн район пурнӑҫӗпе паллашас мар?